Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

"Интернет ырă пултăр"

Çак ятпа ирттерет кăçал акци республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки. Акци старта январĕн 31-мĕшĕнче тухнă. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Унта республикăри библиотекăсем хутшăнаççĕ.

Пĕрремĕш тапхăрта - январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 7-мĕшĕччен - библиотекăсенче "Рунетăн хăрушсăрлăх эрни" акци иртет. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем интернет хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕренĕç, хăрушлăхсăр сайтсемпе тата порталсемпе паллашĕç.

Иккĕмĕш тапхăрта, вăл сентябрĕн 19-29-мĕшĕсенче иртет, Раççей Интернет кунне халалласа "Интернет-продленка" акци пулать. Çак 10 кун хушшинче çамрăк кĕнеке тусĕсем библиотекăсенче интернет сетьне кĕме çăмăллăх илееççĕ. Юлташĕсене илсе килнĕ ачасене хушма бонус параççĕ.

Виççĕмĕш тапхăрта, октябрĕн 27-мĕшĕнче, "Интернет Ç паллипе" ятпа библиотекăри пĕрлехи урок иртет. Информаципе тĕплĕнрех çак электрон адреспа паллашма пулать: sio1@chuvrdub.ru

 

Первоисточник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=599&id=2664573&page=6

 



"Пирěн пурнăç"
03 февраля 2017
18:15
Поделиться