Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

"Хыпар" парни - мотоблок питĕ килĕшнĕ ("Хыпар")

"Хыпар" издательство çурчĕ чăваш халăх хаçатне çырăннисен хушшинче йĕркеленĕ лотерея вылявĕнче Кĕçĕн Патăрьел ялĕнчи Смирновсем çĕнтернине пĕлтернĕччĕ.

"Хыпар" парни - мотоблок çемьене питĕ килĕшнĕ. Унпа вĕсем пахчара, килти хуçалăхра усă кураççĕ. "Нумаях пулмасть утă турттартăмăр", - пĕлтерчĕ кил хуçи Александр Иванович. Унăн мăшăрĕ Альбина Михайловна та кăмăллă. Мотоблок выляса илнĕскерсем "Хыпар" хаçата хаваспах вулаççĕ, унта кăсăклă статья нумай пулнине палăртаççĕ. 



Хыпар