Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

«Тантăш», «Тантăш» çиç ялан, ырă çутă санпалан...

«Хыпар» Издательство çурчĕ çамрăк корреспондентсене Шупашкарта пухрĕ

«Лайăх йăва кивелмест», — теççĕ. Кунашкал мероприятисене «Пионер сасси» (халĕ — «Тантăш») хаçат редакцийĕсем маларах та, совет тапхăрĕнче, ирттернĕ. «Çамрăк журналист» конкурсра çĕнтернисем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне çăмăллăн вĕренме кĕретчĕç. Çамрăк калемçĕсене хавхалантарни, пултаруллисене тупса палăртни, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма пулăшни çав тери аван. Сăмахăм «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн пуçарăвĕпе ирттернĕ Çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слëчĕ пирки. Ăна кăçал «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă. 

Мероприятие ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова ертсе пычĕ. Уяв /манăн ăна çаплах калас килет, чăвашлăх, сăмахлăх уявĕ/ Шупашкарти «Салют» культура керменĕнчи «Радужная страна» ушкăн «Тантăш» гимнне юрланинчен пуçланчĕ. Çамрăк корреспондентсемпе вĕсен вĕрентекенĕсене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина саламларĕ. «Эпир ку слета Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалларăмăр. Унăн ячĕпе республикăра ытти мероприяти те иртет. Паянах Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче «Н.В.Никольский вулавĕсем» пулĕç. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара Муркаш районĕнчи Купăрляра митинг йĕркелĕç, ăслăлăхпа практика конференцийĕ ĕçлĕ. Хăй вăхăтĕнче Николай Васильевич никĕсленĕ «Хыпар» хаçат 112 çул тухса тăрать. Эпир унăн ĕçне малалла тăсатпăр, аталантаратпăр. Паянхи кун «Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан хаçат-журнала 54 пин ытла çемье çырăнса илет. Пирĕн кăларăмсене ачасемпе çамрăксем вулани уйрăмах савăнтарать. Эсир пирĕнпе çыхăну тытсан чăваш чĕлхин, хаçатсен малашлăхĕ пулĕ. Çамрăк корреспондентсен 1-мĕш слечĕ 2014 çулта йĕркеленнĕ. Ун чухне пĕр лауреата чысланă. Халĕ çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр — виçĕ çынна хавхалантарăпăр. Пирĕн пата çырăр, чăвашла калаçăр. Чăваш сасси ян кайĕ. Чăваш чĕлхине пĕрле аталантарар», — çамрăк калемçĕсене ырă сунчĕ Татьяна Геннадиевна.

Чăваш Енри Журналистсен союзĕн председателĕ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Пионер сасси» юнкорсене слета пуçтарнине ăшшăн аса илчĕ. Шупашкара çитесчĕ тесе Елчĕк районĕнчи Яманчурел ачи юрлă-шывлă вăхăтра 30 çухрăм çуран утнă… Мал ĕмĕтлисем Пичет çуртĕнче хаçат кăларакансемпе тĕл пулнах, каярахпа вĕсем паллă журналистсем пулса тăнă. «Тантăш» хаçата паян та юратса вулатăп. Унта çырса тăракансене пĕлетĕп те. Ăнăçлă материалпа паллашсан: «Кунран журналист пулать», — тетĕп. Ан ÿркенĕр, тăрăшăр, малалла талпăнăр. Сирĕнте — пирĕн малашлăх!» — хавхалантарчĕ Валерий Петрович.

Н.В.Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа «Хыпар» хаçат редакцийĕ нумаях пулмасть викторина ирттерчĕ. Слетра унăн çĕнтерÿçисене — Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне Светлана Никитинăна, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне Людмила Николаевăна, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармакологи факультечĕн 1-мĕш курс студентне Дария Ивановăна — чысларĕç.

«Тантăш» хаçат редакцийĕ ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе пĕрле «Симĕс тавралăх» сăн ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Асăннă министерствăн организаципе тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Юлия Веселицкая çамрăк корреспондентсене пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалану сунчĕ. Çавăн пекех Юлия Витальевна «Симĕс тавралăх» çĕнтерÿçисене — çамрăк фотокорреспондентсене — парнесемпе чысларĕ. Чăваш Респу-бликин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Кира Назарова çамрăк талантсене саламланă май асăннă мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. «Çамрăк ăрăва слет профессие тĕрĕс суйласа илме, пурнăçри вырăнне тупма пулăшать. Пире ăста журналистсем кирлĕ. Юнкорсенчен чăн профессионалсем пуласса шанатăп», — терĕ Кира Александровна. Унтан «Тантăш» хаçатăн иртнĕ çулхи лауреачĕсене палăртрĕç. Вĕсем — Елизавета Сидорова, Ульяна Андреева тата Юлия Адюкова.

Ăсталăх сехечĕсенче, манăн шухăшпа, кашниех хăйне килĕшекеннине, кăмăла килнине тупма пултарчĕ. Сăмахран, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев ача-пăча кăларăмĕсем валли заметка, репортаж, очерк, тĕрленчĕк, интервью хатĕрленĕ чухне мĕн асра тытмалли çинчен каласа кăтартрĕ. Дмитрий Андреевич паянхи самана ыйтнипе çуралнă çĕнĕ жанр /унпа «Тантăш», «Самант» тата «Çамрăксен хаçачĕ» усă кураççĕ/ çинче те чарăнса тăчĕ. Ку материала хăть хăш вырăнтан ăса хывма тытăнсан та шухăшĕ татăлмасть, тĕшши çухалмасть. «Журналистикăра çак профессие илнĕ çыннăн кăна мар, журналистикăпа чирленĕ çыннăн ĕçлемелле. Тата журналистăн мăн кăмăллă пулмалла мар, çынна калаçтарма пĕлмелле, çавăн чухне кăна вăл сирĕн умра чунне уçĕ», — терĕ вăл. «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ Василий Кузьмин сăн ÿкерме кăмăллакансене хальхи пичет кăларăмĕсенчи сăн ÿкерчĕксен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. «Хаçатри сăн ÿкерчĕк вулакана илĕртет. Материал унсăр тулли пулмасть. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте çынсем нумай вулама юратмаççĕ, вĕсем сăн ÿкерчĕке пăхсах текстра мĕн çырнине ăнланасшăн. Паллах, текстпа ÿкерчĕк тачă çыхăнура тăмалла, вĕсен пĕрле темăна уçмалла, пĕр-пĕрне вăйлатмалла», — терĕ вăл.

«Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕ Валентина Федорова — глобализаци тапхăрĕнче ача-пăча кăларăмĕсен аталанăвĕн тĕп хăйне евĕрлĕхĕсем, хыпарсен службин редакторĕ Вера Иванова тата ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕ Лариса Петрова хальхи массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарас ĕçри интернет вырăнĕ тата пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартрĕç. «Тетте» журналăн штатра тăман корреспонденчĕ Михаил Иванов компьютерпа усă курса ÿкерчĕк калăплама, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн радио хыпарлав ре-дакторĕ Алина Герасимова радиокăларăм хатĕрлеме вĕрентрĕç. Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкул учителĕ Олимпиада Афанасьева ачасене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарса кăсăклантарчĕ.

n Роза ВЛАСОВА?

Сергей ЖУРАВЛЕВ тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем

 

ШУХĂШСЕМ

Марина СТЕПАНОВА, Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ:

— Хамăр пĕлÿ çуртĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Шкул прессине» ертсе пыратăп. Слета паян хастар виçĕ вĕренекенпе килтĕмĕр. Шкулĕ пирĕн пысăках мар, мĕн пурĕ те 50 ача кăна. Апла пулин те «Шкул прессин» ĕçне 13 вĕренекен хутшăнать. Эпир «Тантăш» хаçатпа туслă çыхăну тытатпăр. Вĕсем пире слăта хутшăнма чĕннине хапăлласа йышăнтăмăр. Кун пек мероприяти питĕ кирлĕ, ял ачисемшĕн — пушшех те. Пултаруллă ачасем валли профессионалсем ăсталăх сехечĕ ирттерни уйрăмах лайăх. Вĕсем юнкорсене тĕрĕс çул çине тăма, пултарулăха аталантарма пулăшаççĕ.

Надежда МОРОЗОВА, Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ:

— Çамрăк корреспондентсен слăчĕ пулассине «Тантăш» вуласа пĕлтĕм. Мероприяти пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен ку яхăнта республикăри çамрăк корреспондентсене пуçтарманччĕ-ха. Шкулта «Ешĕл хунав» литература кружокне виççĕмĕш çул ертсе пыратăп. Унта çÿрекенсем слăта хапăлласах килчĕç. Вĕсем журналистикăпа литература анинче пĕрремĕш утăмсем тунипе пĕрлех шкул тулашĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Хальччен кун пек слăтсене тухсах çÿременччĕ. Ăсталăх сехечĕсене ирттерессине пĕлсен уйрăмах хĕпĕртерĕмĕр. Профессионал-семпе тĕл пулни пысăк усă кÿрессе шансах тăратăп. Ачасем кунта çĕнĕ юлташсем тупаççĕ, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашаççĕ.

Диана КУЗЬМИНА, Шупашкарти 29-мĕш шкул вĕренекенĕ:

— Эпĕ чăвашла калаçма юрататăп. Чăваш ташшине ташлама, юррине юрлама кăмăллатăп. «Сарпике» халăх ташă ушкăнне çÿретĕп. Эпир чăваш кĕпи тăхăнса, чăвашла тумлантарнă пуканесене алла тытса ташлатпăр. Пире слăта Алиса Лукина балетмейстер илсе килчĕ. Чăвашлăхпа кăсăкланакан анне те пирĕнтен юлмарĕ. Мероприятире çĕнĕ туссем тупрăм. Чăваш Енри пултаруллă ачасемпе, çамрăксемпе ытларах паллашас, вĕсене кура хамăн та аталанса пырас килет.

 



Хыпар