Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

"Хыпар" издательство çурчĕ ача-пăча сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттерет

"Хыпар" издательство çурчĕ ача-пăча сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттерет

"Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттерет. Унта 2-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултараççĕ. 

Ĕçсене "Тантăш" хаçат редакцине юпа уйăхĕн 23-мĕшĕччен çак адреспа илсе çитермелле: 428019, Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт. Унсăран пуçне, ача-пăча кăларăмĕсенчен ("Тантăш" хаçат, "Самант" е "Тетте" журналсем) пĕрне çырăннине ĕнентерекен квитанци копине те ярса памалла.

Конкурс çĕнтерÿçисем (1-3-мĕш вырăнсем) "Хыпар" Издательство çурчĕн тата "Тантăш" хаçат редакцийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçĕç, парнеллĕ пулĕç. Чи лайăх ĕçсем "Тантăш" хаçатра пичетленĕç, куçса çÿрекен курава хутшăнĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă пулĕç. 

ШУТА ИЛМЕ:

- ĕç содержанийĕ конкурс темипе пĕр килмелле;
- конкурс ĕçĕсене А4 форматпа пурнăçламалла;
- ÿкерчĕк тумалли мелсенчен кирек хăшне суйлама юрать (акварель, гуашь, графика, фломастер, тĕслĕ кăранташ, пастель);
- кашни ĕçĕн питĕнче сылтăм енчи аялти кĕтесре автор пирки пичетленĕ информаци пулмалла: ĕç ячĕ, авторăн хушамачĕпе ячĕ, миçе çултине тата ăçта вĕреннине кăтартмалла;
- ĕçпе пĕрле заявка пулмалла.



Прикрепленные файлы

Положение о конкурсе
Скачать
(rtf,   116,08 Kb)