Ефим Никитинăн «Маншăн пулсан ‒ хут купăс» кĕнеки кун çути курчĕ

«Çураласса эпĕ патша саманинче Арапуç çырми вĕçĕнче, чул тăвайкки çамкинче, вăтам хресчен çемйинче çуралнă теççĕ...» – çапла пуçлать сăмахне Ефим Никитин пултаруллă артист, режиссер тата драматург «Пурнăç çулĕ такăр мар» асаилĕвĕнче. Вăл нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Маншăн пулсан – хут купăс» кăларăмра кун çути курнă. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов, редакторĕ – Алина Майорова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.

РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш АССР халăх артистне Ефим Никитич Никитина (1912–2000), Кĕлпук Мучие, пĕлмен-курман чăваш сайра-тăр. Унăн кулăшла та мыскараллă, ырă та çутă сăнарĕсем халĕ те халăх асĕнчех. Кĕнекери асаилĕве вуланă май вара куç умне ялти клубра спектакль курма юратакан, артист пулма ĕмĕтленекен, ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, нихăçан та шанăçа çухатман çап-çамрăк яш тухса тăрать. Вăл, 1912 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнче çуралнăскер, 1931–1932 çулсенче Ленинградри Сцена искусствин театр техникумĕнче Л.С. Вивьен тата А.В. Соколов паллă педагогсем патĕнче ăс пухнă. А.С. Пушкин ячĕллĕ Патшалăх академи драма театрĕн спектаклĕсенчи массăллă сценăсене хутшăннă.

1935 çулта Чăваш патшалăх музыкăпа театр техникумĕн актер уйрăмне, 1940 çулта Дон çинчи Ростов хулинче режиссер курсне вĕренсе пĕтернĕ. Э.Д. Фейертагпа М.Н. Фигнер педагогсем вĕрентнине ăша хывса ăсталăхне туптанă. 1933–1940 çулсенче Чăваш патшалăх ача-пăча театрĕн (халĕ – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ) актерĕнче, режиссер ассистентĕнче, режиссерта тăрăшнă. Унта лартнă пукане спектаклĕсенче те вылянă. 1942–1943 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, унтан чирлесе таврăннă. Сывалсан 1943–2000 çулсенче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче актер пулса ĕçленĕ.

Ефим Никитичăн пултарулăх арчи калама çук пуян: халăх юратнă артист 300 ытла сăнар калăпланă. Вĕсенчен паллăраххисем: Король (Г.-Х.Андерсен юмахне тĕпе хурса çырнă «Матроспа Школяр», 1935), Тăхтаман (К.В. Иванов поэмине тĕпе хурса çырнă «Нарспи», 1941), Айтар (П.Н. Осипов «Айтар», 1948), Эрех Ваççи (П.Н. Осипов «Икĕ каччăн пĕр шухăш», 1959) тата ыт. те. Чăваш радиовĕпе телекуравĕ валли хатĕрленĕ лартăмсенче 200 ытла роль вылянă вăл, режиссер пулса чăваш театрĕсенче 30 ытла спектакль лартнă, 20 яхăн драма хайланă.

Кĕнекери асаилĕве ансат та яка чĕлхепе çырнă. Автор шӳтлеме-йĕплеме юратни тӳрех сисĕнет.

Кĕнекене çавăн пекех «Сарпике», «Вăрланă пике» юмахсем, «Хуняма», «Майлаштарчĕç», «Маншăн пулсан – хут купăс, е ик айкки те тăвайкки» пьесăсем кĕнĕ.

«Маншăн пулсан – хут купăс» кĕнеке вĕрентекенсемпе шкул ачисемшĕн те, чăваш литературипе театрĕн кун-çулне тĕпчекенсемшĕн те интереслĕ пулĕ.

10 октября 2018
11:37

Чувашское книжное издательство

Поделиться