Алексей Медведевăн «Чун хыпса çунсан» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Алексей Медведевăн «Чун хыпса çунсан» калавсемпе повеçсен пуххи (редакторĕ тата пухса хатĕрлекенĕ – Б.Б. Чиндыков, ÿнерçи – А.И. Алексеев) кун çути курчĕ. Унăн тиражĕ – 1000 экземпляр.

Кĕнекене «Çамрăклăх», «Улмуççисем çеçкене ларсан», «Аппăшĕ», «Ылтăн уй», «Лайăхран лайăххи» тата ытти калавсемпе «Чи пысăк хисеп», «Урапа та пĕр йĕрпе чупмасть», «Тулли пучах», «Тулă çинчи пухра» повеçсем кĕнĕ. Тĕпрен илсен, автор хайлавĕсене вăрçă хыççăнхи вăтăр-хĕрĕх çул хушшинче çырнă. Вĕсем асăннă кĕнекере «Эткер» çĕнĕ ярăмпа тухнă.

Алексей Медведев (1913–2001) – чи лайăх чăваш прозаикĕсенчен пĕри. Литературăра 1930-мĕш çулсенчех ят илнĕскер, вăл хăйĕн тĕп темине, тĕп сăнарĕсене Тăван çĕршывăн аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче çĕнĕ хавхаланупа ура çине тăракан тури чăваш ялĕнче тупать. Васкамасăр, тĕплĕн те тÿррĕн çырнă калавĕсемпе повеçĕсенче вăл ял çыннин савăнăçне, нуши-тертне, шăпа тĕрĕслевĕсемпе чун-чĕре тăрăмне витĕмлĕ те ăста сăнласа кăтартать.

«Чи пысăк хисеп» повеçе автор 1951 çулта çырнă. Кунта вăрçă хыççăнхи ял пурнăçне, колхозри ĕç-хĕле мала кăларать Алексей Фомич. Хуçалăхра чунне парса тăрăшакансем те (Арзаманов, Шура), пĕрлехи ĕç çине сÿрĕккĕн пăхакансем те (Анюк), кахалланса яваплăхран таракансем те (Петĕр) пур. Кунашкал лару-тăрура çутă пуласлăх патне сулмаклăн талпăнма çав тери хĕн.

Кил-йыш, тăванлăх темисене те пысăк тимлĕх уйăрать Алексей Медведев. «Аппăшĕ» калаври Сăпани, каярах юлса качча тухнăскер, шăллĕпе кинне курма хăнана пуçтарăнать. Вĕсенчен пулăшу ыйтас шухăш та пур унăн. Пÿрт-çурт çавăрма шут тытнă çамрăк мăшăршăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулĕччĕ ку. Тăван киле шанăçпа, савăнăçпа пырса кĕрет Сăпани, анчах еплерех кăмăлпа сывпуллашать-ши?

«Чун хыпса çунсан» калаври Тамара Яндушкина çемйине упраса хăварас тĕллевпе районти хаçат редакцине çыру шăрçалать. Çамрăк хĕрарăм чун хыпса çуннипе çырнă сăввисене пичетлеме ыйтать-мĕн. Тамарăн шанăçĕ тÿрре тухĕ-ши? Ку ыйту хуравне вара кĕнекепе паллашсан пĕлейĕр.

По материалам Ольги Австрийской