Хастар радиоитлекене «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ хаçат çырăнса парĕ (Хыпар)

«Тăван радио» эфирĕнчи «Ирхи кăмăл» кăларăмра «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев пулчĕ. Унпа Вася Васинпа Алена Арсентьева радиоертÿçĕсем Чăваш Енри наци медиахолдингĕн кăларăмĕсем çинчен ытларах калаçрĕç. «Хаçат вăйĕ пĕтмен-ха», - пĕтĕмлетрĕç радиоэфирта.

Дмитрий Моисеев палăртнă тăрăх, «Хыпар» издательство çуртĕнче тухакан кăларăмсенчен чи пысăк тиражли «Çамрăксен хаçачĕ». Наци медимахолдингĕнче кун çути курăмĕ куракан хаçат-журнала  Патăрьел, Елчĕк, Муркаш районĕсенче пурăнакансем уйрăмах йышлă çырăнса илеççĕ. Республика тулашне «Тăван Атăл» журнал, «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ» ăсанать. Радиоертÿçĕсем ача-пăчапа çамрăксем валли пичетлекен «Самант» тата  кăларăмсемпе те кăсăкланчĕç. «Хыпар» хаçат та пĕр вырăнта тăмасть. Кăçалтан унта тата тепĕр икĕ çĕнĕ рубрика: «Республика тантăшĕсем» тата «Халăх театрĕ» тата ыттине - кĕртнĕ.

Радиора тăрăшакан ĕçтешĕмĕрсем «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ журналист пулас шухăша епле тытнипе те кăсăкланчĕç. Дмитрий Моисеев каланă тăрăх, шкулта вĕреннĕ чух вăл статьясемпе сăвăсене «Тантăш» хаçата çырса тăнă. 7-8-мĕш классене çитсен журналист пулас шухăш тытнă. Журналист чунлă пулма ĕçтешĕмĕре кукамăшĕ витĕм кÿнĕ - вăл хаçат тата кĕнеке вулама юратать. 

Тÿрĕ эфирти кăларăма чи хастар хутшăннă радиоитлекенсенчен пĕрне, Татьянăна, Дмитрий Андреевич «Хыпар» хаçата электрон мелпе çырăнса парĕ.

14 января 2019
08:18

Хыпар

Поделиться