Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Чăваш Енри Фотокорреспондентсен музейĕ уçăлчĕ

Чăваш Енри Фотокорреспондентсен музейĕ уçăлчĕ

Шупашкарта Пичет çурчĕн иккĕмĕш хутри 227-мĕш пÿлĕмре Чăваш Енри Фотокорреспондентсен музейĕ уçăлчĕ. Çакăнта вырнаçнă лабораторире 1978-2005 çулсенче Виталий Исаев, Иван Никифоров, Геннадий Андреев, Олег Мальцев, Сергей Журавлев, Валентин Шемаров, Борис Иванов, Вячеслав Романов, Валерий Железняков фотокорреспондентсем ĕçленĕ. Пуçаруçи — «Хыпар» фотокорреспонденчĕ Сергей Журавлев. Ун шухăшне «Хыпар» Издательство çурчĕпе «Чăваш Ен» ИПК пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ.

Музее уçма Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, «Чăваш Ен» ИПК директорĕ Вадим Ефимов хутшăнчĕç.

Михаил Владимирович пархатарлă çак ĕçе пурнăçлаканĕсен — издательство тата «Хыпар» ИÇ, çавăн пекех Сергей Журавлев — ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. «Хамăрăн иртнĕ пурнăçпа çыхăннă ырă йăласене манманни — пысăк пархатар, — терĕ министр. — Хальхи вăхăтра пысăк технологисем вăй илсе пыраççĕ, анчах та пире пысăк çак искусство çыхăнтарса тăрать». Вадим Петрович шухăшĕпе, çĕнĕ музей пулас журналистсене кăсăклантаракан, хăй патне туртакан кĕтес пулĕ. Татьяна Геннадиевна пĕлтернĕ тăрăх, Сергей Витальевич çак ĕçе 2017 çулта хастар пуçăннă, экспонатсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса пынă. «Кунта «Хыпар» фотокорреспонденчĕсен кăна мар, республика шайĕнче тухса тăнă ытти кăларăмăн фото ăстасен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарнă», — терĕ.

Музейре асăннă профессипе ĕçлесе пурăннă 17 çын пирки каласа, çырса кăтартнă, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене тăратнă. Экспозици Александр, Николай тата Георгий Костинсенчен пуçланать. Николай 1928 çулта «Чăваш коммуни» хаçатра /«Хыпар»/ ĕçлеме пуçланă, 1929 çулта Александр «Красная Чувашия» хаçата /«Советская Чувашия»/ вырнаçнă, Георгий 1933 çулта — «Чăваш Коммунине». Малалла — Георгий Зиньков, Юлий Ананьев, Валентин Шемаров, Борис Иванов, Вячеслав Романов, Семен Игнатьев, Юрий Дмитриев, Геннадий Верблюдов, Сергей Журавлев тата ыттисен портречĕсем. 

Çĕнĕ музейĕн фондĕнче 300 яхăн ĕç, экспозицире — 170. Кунта çавăн пекех фото ăстасен тĕрлĕ çулта пурнăçланă ĕçĕсем валли те вырăн уйăрнă. Акă епле тинкерсе пăхаççĕ пирĕн çине тĕнчипе паллă Андриян Николаев космонавт летчик, фермăра, уй-хирте вăй хурса мала тухнă пикесемпе механизаторсем. Валентин Шемаровăн 1979 çулта ÿкернĕ ĕçĕ — пулас ГЭСта — иртнĕ вăтăта аса илтерет.

Фотокорреспондентсем мĕнле ĕçленине вĕсем усă курнă хатĕрсем лайăх çирĕплетеççĕ: темиçе метра тăсăлакан пленкăсем ретĕн-ретĕн çакăнса тăраççĕ, терлĕ маркăллă фотоаппаратсем... Сăн ÿкерчĕксене пичетлемелли, типĕтмелли майсене журналистсем тепĕр чухне хăйсемех шухăшласа кăларнă. Ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе электрокăмакапа усă курнă. Кунашкаллине паянхи фотокорреспондентсем чăннипех музейсенче кăна курма пултараççĕ. 

«Хыпар» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх



21 февраля 2019
18:47
Поделиться