Хытă чунлă ачасенче кăсăклăх çуратакан кĕнекене презентациленĕ (Хыпар)

Нумаях пулмасть Наци библиотекинче Астрид Линдгренăн «Леннебергăри Эмиль мыскарисем» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Ăна чăвашла Галина Матвеева куçарнă.

— Астрид Линдгрена пĕлмен çын çук та пулĕ, — пуçларĕ сăмахне мероприятие ертсе пыракан Ольга Тимофеева. — Сăмахран, «Пеппи Длинный чулока» кам вуламан-ши?

Çапах та мĕншĕн шăпах çак кĕнекене чăвашла куçарас тенĕ-ши Галина Алексеевна?

— Ку произведение куçарма эпĕ 1990-мĕш çулсенчех ĕмĕтленнĕ. Ывăлпа лавккана кайрăмăр та çав кĕнекене куртăмăр, вырăслине. Ывăлăм ăна туянма питĕ тархасларĕ, анчах ун чухне укçа çукчĕ. Тепре кайсан та май пулмарĕ. Виççĕмĕш хутчен кайсан çав кĕнекене илсе патăм. Ăна туянни пирĕншĕн тем пек пысăк савăнăç пулчĕ. Эпир ăна çемйипех вуларăмăр. Ун чухнех шухăшларăм çакна чăвашла куçарсан мĕн тери аван пулмалла тесе. Анчах хаçатра ĕçленĕрен пушă вăхăт сахалччĕ. Çав кĕнеке пирĕн килте паянхи кун та упранать. Ăна 2015 çулта чăвашла куçарса пĕтертĕм. 90-мĕш çулсенче интернет пулман та эпĕ ăна тĕнчери миçе чĕлхене куçарнине пĕлсех кайман. 2017 çул тĕлне пĕтĕмпе 100 халăх чĕлхине куçарнă. Ку кĕнеке питĕ нушаллă тухрĕ. Кунта пĕтĕмпех килĕшсе татăлмалла, договор тунисĕр пуçне ӳкерчĕкĕсене те, ячĕсене те кăтартмалла. Чăрмавĕ питĕ нумай, — чунне уçрĕ Галина Матвеева.

Апла пулин те кĕнеке питĕ кăсăклă пулса тухнă, вулакансем патне çитме тытăннă та ĕнтĕ. Художник ĕçне те пысăка хурса хакламалла. Сăнар мĕнле курăнассине шухăшласа кăларасси, кама мĕн «тăхăнтартасси» пĕтĕмпех унран килет-çке. Тата Эмиль — кĕнеке хуплашкинче çеç курăнакан сăнар мар, вăл унăн ăшĕнче те пурăнать.

— Çак сăнар маншăн чăннипех те тăван пулса тăчĕ, — пĕлтерчĕ кĕнекене ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ Ирина Калентьева.

Борис Чиндыков çыравçă куçару ĕçĕнче питĕ асăрхануллă пулмаллине асăрхаттарчĕ. «Кепка», «кепарик» йышши сăмахсем çинче чарăнса тăчĕ. Куçарупа ĕçленĕ чухне ют чĕлхери сăмахсене ытлашши кĕртмелле маррине палăртрĕ. Çакна вăл Галина Алексеевнăна уйрăммăн мар, пурне те асăрхаттарса каларĕ.

Анчах чи чуна ыраттараканни — Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн Валерий Алексеевăн сăмахĕ. Çук, Галина Алексеевнăна хурламарĕ вăл. Çитĕнекен ăру нумай çын тăрăшнипе çут тĕнчене килнĕ кĕнекене хаклама пĕлменнишĕн кăмăлĕ пусăрăннине пĕлтерчĕ. Пĕррехинче ачасем Пичет çуртĕнче экскурсире пулнă. Хайхискерсене ача-пăча кĕнекисене парнеленĕ. Экскурсирен тухнă ачасене урамра тĕл пулнă Валерий Николаевич. Пĕри ун патне пынă та: «Кĕнеке кирлĕ мар-и? Атту пăрахатăп, мана кирлĕ мар çавах», — тенĕ. «Кирлĕ мар пулсан мана пар, эппин», — тенĕ Валерий Николаевич. Ыттисем вара хăйсен аллинчи кĕнекесене пĕрин хыççăн тепри ывăтса хăварнă. Хăрушă мар-и-ха? Тепри çав кĕнекене тупса туянассишĕн ăçта-ăçта çитмест пулĕ, кусем çын ĕçне те, халăх пуянлăхне те хисеплеме пĕлмеççĕ.

Çапах та Валерий Николаевич Астрид Линдгренăн «Леннебергăри Эмиль мыскарисем» кĕнекин чăвашла куçарăвне пĕчĕк вулакан кăмăлласа йышăнасса шанать. Тен, хытă чунлă ачасенче те кăсăклăх çуратĕ вăл? Тем пекехчĕ…

 

www.hypar.ru

 



Хыпар