Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Пурне те интернетпа çыхăнтарасшăн (Хыпар)

Информаци технологийĕсен аталанăвĕ çынсен пурнăç пахалăхне ырă витĕм кÿрет. Çакна шута илсех юлашки çулсенче çыхăну сечĕсене питĕ нумай тăваççĕ. 2021 çул вĕçленнĕ тĕле Раççейре социаллă пĕлтерĕшлĕ пĕтĕм учреждение интернетпа çыхăнтармалла.

Пирĕн республикăра ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть контрактпа ĕçсене пурнăçлакана палăртнă. Аукцион çĕнтерÿçи — «Ростелеком» — «Цифра экономики» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Информаци инфратытăмĕ» проекта пурнăçлас тĕлĕшпе патшалăхăн партнерĕ пулĕ. Унăн социаллă пĕлтерĕшлĕ 343 объект патне çитекен çыхăнăвăн пысăк хăвăртлăхлă чĕлкĕмлĕ-оптика линийĕсене тумалла.

2021 çул вĕçлениччен регионти 238 ял патне 365 километра яхăн оптика илсе çитермелле. Çапла вара 300 ытла вĕренÿ учрежденийĕ, 35 фельдшер-акушер пункчĕ, патшалăх влаçĕн органĕсем тата ялсен администрацийĕсем цифра сервисĕсемпе усă курма пултарĕç. Çакна пула ялта пурăнакансен те онлайн майпа вĕренме, бизнеса ăнăçлă ертсе пыма, инçет мелĕпе ĕçлеме тата ытти енĕпе майсем ытларах пулĕç.

ЭКСПЕРТ МĚН КАЛАТЬ?

Михаил АНИСИМОВ, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:
— Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернет çитсен электронлă сервиссемпе усă курмалли майсем анлăланаççĕ. Ялсенче пурăнакансем патшалăхăн пĕтĕм пулăшăвĕпе онлайн мелпе усă курма пултарĕç: врач патне çырăнма, ЗАГСа заявлени пама, ача садне черете тăма, хăйсене кирлĕ справкăсене саккас пама.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА хатĕрленĕ 



Хыпар
23 августа 2019
08:39
Поделиться