Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Чăваш Ен проекчĕ — «кĕмĕл» призер (Хыпар)

VII Пĕтĕм Раççейри «ПРОФ-IT.2019» регионсен тата муниципалитетсен информатизацийĕн проекчĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» номинацире Чăваш Республикин ача çуратакан хĕрарăмсене пулăшмалли тытăмпа çыхăннă ĕçĕ «кĕмĕл» призер пулса тăнă. Финала тухнă проектсен презентацийĕ авăнăн 12-13-мĕшĕсенче Белгородра иртнĕ. Ĕçсене федераци тата регион шайĕнчи экспертсем хакланă.

«Сывлăх сыхлавĕ» номинацире Белгород облаçĕн, Красноярск крайĕн тата Чăваш Республикин проекчĕсем тупăшнă. Жюри членĕсене проектпа Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Медицина информаци-аналитика центрĕ» учреждени директорĕ Александр Родионов паллаштарнă, ача çуратакан хĕрарăмсене пулăшмалли тытăмăн информаци системин лайăх енĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.

Ача çуратакан хĕрарăмсене пулăшмалли тытăмăн информаци системи Чăваш Республикин медицина информаци тытăмĕн тĕп пайĕ шутланать. Унпа 2012 çултанпа усă кураççĕ. Хĕрарăмсен консультацийĕнче çие юлнисен индивидуаллă карттине тухтăр йышăнăвĕсене кĕртме май паракан тытăмпа усă курса хатĕрлеççĕ. Тĕслĕхрен, çие юлнăранпа мĕн вăхăт иртнине тата чир хăрушлăхĕ пуррине автомат шутлать. Перинаталь центрĕсем хăрушлăх пур ушкăнри пулас амăшĕсене сăнаса тăракан мониторинг модулĕнче мĕн пур даннăй çырăнса юлать. Кирлĕ чухне тухтăр телемедицина консультацийĕн системи пулăшнипе тата видеоконференц çыхăну мелĕпе усă курса консилиум, çак шутра федерацин ăслăлăх центрĕсенчи специалистсемпе те, йĕркелеме пултарать. Системăра çавăн пекех ача çуратнă тапхăрти тата пепке аталанăвĕпе çыхăннă информаци упранать, ача çуралнине çирĕплетекен медицина свидетельстви йĕркеленет. Автомат мĕн пур даннăя патронаж ĕç-хĕлне малалла туса пыма амăшĕ тата пепке пурăнакан вырăнти поликлиникăна ăсатать.

«ПРОФ-IT.2019» конкурсăн «Сывлăх сыхлавĕ» номинацин çĕнтерÿçи — «Белгород облаçĕн «Электронлă рецепт» платформи» проект. Вăл 2,55 балл пухнă. Чăваш Ен проекчĕн вăтам хаклавĕ — 2,30 балл.



газета "Хыпар"