Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Пĕрле нумай ĕç тума май килĕ (Хыпар)

Чăваш Республикин информаци технологийĕсен малашнехи шăпине экспертсем мĕнле кураççĕ? Хальхи вăхăтри лару-тăру пирки мĕн шухăшлаççĕ? Çак сферăн аталанăвне хăвăртлатма мĕнле йышăнусем кирлĕ?

Информаци технологийĕсен аталанăвне пулăшакан «Чăваш Республикинчи ИТ-кластер» ассоциаци тĕп хулари «Кванториум» технопаркра йĕркеленĕ стратеги сессийĕнче çак тата ытти ыйту хуравне шырарĕç. Калаçăва влаç органĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен, ИТ-компанисен, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Экспертсен шухăшĕпе — информаци технологийĕсен потенциалĕ пысăк. Цифра çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме, ансатлатма, хăтлăлатма пулăшать. Чăваш Енри ИТ-компанисене хальхи вăхăтра регион тулашĕнчен те саккассем паракансем йышлă. Çавна май вĕсем республика экономикине хывакан тÿпе те пысăклансах пырать.

Отрасльти çивĕч ыйтусене сессие хутшăнакансем ушкăнсем çине пайланса сÿтсе яврĕç. Пухăн-нисен шухăшĕпе, уйрăмах кăткăссисем — вĕрентÿ сферинче. Çак шутра — вузсенче студентсене про-фильлĕ специальноçсемпе хатĕрлесси, шкулсенче информатика вĕрентĕвĕн пахалăхне ÿстересси, программировани урокĕсене вĕрентÿ программине обязательнăй йĕркепе кĕртесси, мĕн пур ÿсĕмри граждансем валли вĕрентÿ курсĕсем йĕркелесси. Сессие хутшăнакансем çавăн пекех ре-гионта ИТ-омбудсмен должноçне кĕртме, «патшалăх — уйрăм çын ĕçтешлĕхĕ» принципа тĕпе хур-са ИТ-отрасле пулăшакан фонд йĕркелеме, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ тĕле Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри пысăк технологисен куравне уçма сĕнчĕç.

Стратеги сессине хутшăнакансене Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов саламларĕ. Вăл цифра экономикин аталанăвĕн наци программин планĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртнĕ чухне патшалăхпа бизнесăн пĕрлехи проекчĕсем пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Министр хальхи вă-хăтра ИТ-компанисене пулăшма палăртнă мерăсем, çак шутра налук, кредит çăмăллăхĕсем, суб-сидисем — çинчен те пĕлтерчĕ. «Патшалăх, бизнес пĕрлĕхĕ тата аслă шкулсем пĕрле вăй хурсан тин цифра экономики валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене татса пама май килĕ», — терĕ Михаил Анисимов.

Сессие пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче йышăнчĕ. Ирĕклĕ калаçу мелĕпе йĕркеленĕ тĕлпулура вĕсем республика ертÿçине регионти ИТ-отраслĕн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕпе çыхăннă шухăшĕсемпе паллаштарчĕç.



газета "Хыпар"