Телекурав пахалăхĕ тивĕçтерет-и? (Хыпар)

Чăваш Ен ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен цифра телехыпарлавĕ çине куçрĕ. Унтанпа çур çул ытла вăхăт иртрĕ. Çĕнĕлĕх республика çыннисен кăмăлне кайрĕ-и?

Галина ИВАНОВА, Вăрнар районĕ:
— Виçĕ-тăватă çул каяллах телевизора спутникпе çыхăнтарнăччĕ. Цифра çине куçсан 20 канал тÿлевсĕр курма пулать тенĕрен ăна кăларттартăм. Пачах та ÿкĕнместĕп халĕ. Пахалăх лайăх, тăкак сахалрах. Тата мана, ватă çынна, пин канал мĕн тума кирлĕ? Приставка туяннине те патшалăх саплаштарчĕ. Мăнук ăна вырнаçтарчĕ, телевизора йĕркене кĕртсе пачĕ. Халĕ савăнса кăна пăхса ларатăп.


Людмила ПАВЛОВА, Комсомольски районĕ:
— Чи малтанах, чăнах та, тарăхнăччĕ. Приставка туянассишĕн темиçе хутчен район центрне кайма тиврĕ. Пĕрремĕшне илсе килсен кÿрше, ку ĕçе лайăх ăнланаканскере, вырнаçтарма чĕнтĕм. Анчах вăл телевизора ĕçлеттерсе яраймарĕ. Приставка юсавсăр пулĕ тесе тепĕр кунне лавккана илсе кайрăм. Унта ăна каялла йышăнасшăн пулмарĕç. Çанталăк япăхран чăрмавсем пур тесе каялла тыттарса ярасшăн пулчĕç. Килĕшмерĕм. Юлашкинчен вара пачах урăх тĕрлипе улăштарса пачĕç. Унпа çыхăнтарнă хыççăн телевизор тÿрех кăтартма пуçларĕ. Халĕ пĕр чăрмавсăр 20 канал пăхатăп.



газета "Хыпар"