Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Чăваш кĕнеке издательстви «Хура çăкăр» кĕнеке пичетлесе кăларнă

Чăваш кĕнеке издательстви тăван литературăн ылтăн çÿпçине кĕрсе юлнă произведенисене «Эткер» ярăмпа çĕнĕрен пичетлесе кăларма пуçларĕ. Ярăма 2018 çулта Алексей Медведевăн «Чун хыпса çунсан» кĕнекипе пуçларăмăр.

2019 çул вĕçĕнче асăннă ярăмри иккĕмĕш кăларăм - Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕ пичетленсе тухрĕ. Вăл икĕ кĕнекерен тăрать. Чăваш халăхĕн çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи пурнăçĕ унта анлăн ÿкерĕнсе юлнă. Произведенири геройсем - чухăнни те, вăтамми те, пуянни те - питĕ туллин сăнарланнă. Вĕсен пурнăçне тытса тăраканни - сĕтел çинчи хура çăкăр. Вăл пĕрин умран юлмалăх та пур, теприн вара, аçлăкĕ куллен тарпа касăлать пулин те, чун усрамалăх та çитсе пымасть.

Хуласенчи рабочисем, выçăпа тата пусмăрпа тăвăнса çитнĕскерсем, хăйсен прависемшĕн кĕрешмешкĕн пĕрлешме пуçланă ĕнтĕ. Утламăшпа ытти пин-пин чăваш ялĕ вăрансах çитмен-ха. Хальлĕхе унта кивĕ самана хуçаланать, çынсен шăпине пĕр шелсĕр авать те хуçать. Кĕнеке сюжечĕ çав тери çивĕччĕн аталанса пырать, вулакана тÿрех унти сăнарсен пурнăçне туртса кĕрсе каять. Çыравçă ĕлĕкхи чăваш ялĕн пурнăçне лайăх пĕлни кашни страницăра сисĕнсе тăрать. Ку, паллах, тăрăшмасăр пулман.

Илпек Микулайĕ чăваш халăхĕн пурнăçне çутатса паракан пысăк роман çырма тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çынсемпе яланах ăш пиллĕн калаçаканскер, вăл тăван ялне каймассерен ватăрах çынсемпе тĕл пулса сăмахланă, революцичченхи пурнăçпа, халăхăн йăли-йĕркипе, уявĕсемпе, фольклорĕпе интересленнĕ, халапĕсемпе легендисене е пурнăçра чăнах пулса иртнисене ыйта-ыйта пĕлнĕ. Вăл вĕсене блокнот çине çырмасăрах асра тытса юлнă. Кайран, романри ĕçсене е уйрăм сăнарсене уçса панă чухне, вĕсемпе питĕ вырăнлă усă курнă. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсене писателĕн мăшăрĕ Вера Федоровна хăй пурăннă чух çырса хăварнă асаилÿре курма пулать.

Амăшĕ, Матрена Куприяновна, тата Ухвантюк тетĕшĕ писателе ĕлĕкхи пурнăç çинчен питĕ нумай кала-кала панă. Тĕслĕхрен, романăн иккĕмĕш кĕнекин пуçламăшĕнче вуник алăклă ампар çинчен калакан халап пур. Илпек ăна романра туллинех илсе паман. Ампарĕ хăй чăнласах та пулнă. Ун çинчен калакан халапĕ вара çыравçăн мăн аслашшĕн аслашшĕпе çыхăннă иккен. Лешĕ питĕ вăйлă пулнă теççĕ. Çав паттăр çын халăха хăратса, çаратса пурăннă вуникĕ хураха тытма пултарнă имĕш, вуник алăклă ампара çавсене тутарнă. Çавăн хыççăн хурахсем хăйсен хура ĕçне пăрахнă теççĕ. Тулĕк çав паттăр çыннăн темшĕн çемье пурнăçĕ ăнман. Арăмĕсем пĕрин хыççăн тепри вилнĕрен унăн темиçе те авланма тивнĕ. Паттăр мунча кĕме яланах пĕччен çÿренĕ тет. Тăваттăмĕш арăмĕ упăшки çăвăннине вăрттăн пырса пăхать те вăл ăмăрт кайăк пек çунатлă пулнине курать, ун пирки çынсене каласа парать. Çакăн хыççăн лешĕ чирлесе ÿкет те вилсе каять. Вăт çакăн пек халап çÿренĕ писателĕн мăн аслашшĕн аслашшĕ пирки. «Çавăн çуначĕсем куçнă пуль Николай Филипповича, тăван халăхне çĕклессишĕн тем тума та хатĕрччĕ», - тесе çырать Вера Федоровна мăшăрĕ пирки.

Вера Федоровна çырнă тăрăх, Шерккей сăнарне Илпек Микулайĕ Ухвантюк тетĕшне пăхса калăпланă. Унăн сăнарне вăл ытти çынсем каласа панă кăсăкла асаилÿсемпе усă курса пуянлатнă. «Эпĕ те ăна хамăн асатте çинчен каласа панăччĕ,  - тесе çырать писатель мăшăрĕ. - Пирĕн асатте малтан ямшăк чупнă, каярахпа непман пулса тăнă. Пĕр вăхăтра хамăн атте те ун патĕнче тарçăра ĕçленĕ, çавăншăн асатте пирĕн çемьене тăрантарнă. Асатте çăкăра питĕрсе тытатчĕ, кушака вĕлерсе тирне сÿсе илчĕ те верандăна çакса ячĕ. Эпир, йăмăкпа иксĕмĕр, çав тир патне пыраттăмăр та юратнă чĕрчуна шеллесе вĕри куççуль юхтараттăмăр».

«Хура çăкăр» романри Шерккей те тăлăха юлнă Тухтара чун усрамалăх тăрантарать, çавăншăн ăна укçасăр ĕçлеттерет, ят çĕрĕпе, пахчипе усă курать. Перекетлĕрех пулас тесе хыткукар этем çăкăрне арчара питĕрсе усрать, кушакне вĕлерсе тирне сĕвет. Хытнăçемĕн хытса пырать унăн чунĕ. Тарçă пек ĕçлеттерсе арăмне çĕре кĕртет, хĕрне мулпа улăштарса унăн пуçне çиет.

Вера Федоровна тата тепĕр тĕслĕх илсе кăтартать. Илпек Микулайĕпе Петĕр Хусанкай пĕр-пĕринпе çав тери туслă пулнă. Пĕррехинче Петр Петрович Ильбековсене ялти картла çапакансем пирки мыскара каласа парать. Лешсем пĕрре сĕтел хушшине кĕрсе ларнă та вăййине пăрахаймасăр ик-виç кун картла вылянă иккен. Хырăм выççине чăтаймасăр малтанхи кун çинĕ пулă шăммисене ĕмсе ларнă, анчах выляма чарăнайман-мĕн. Хусанкай çав тери култарса каласа панă мыскара Илпек Микулайне килĕшсе кайнă. «Петр Петрович, ку историе эп вăрласан хирĕç пулмăн-и;» - ыйтать вăл сăвăçран. «Ăçта та пулин усă курма пултаратăн пулсан ил, Николай», - тет лешĕ. Усал вăйă чăваш ялне те çитнине, Утламăш арçыннисем çулнă çаранĕ, путмар çинчи тÿшекĕ таран картла выляса янине Илпек Микулайĕ «Хура çăкăрăн» иккĕмĕш кĕнекинче «Ялти мыскарасем» сыпăкра кăсăкла çырса кăтартать. Урăхлатса, кĕнекери сăнарсемпе çыхăнтарса çырать.

Романа çырма лариччен писатель питĕ нумай материал пухнă, сăнарсем мĕнле пулмаллине туллин палăртса картотека тунă, уйрăм сценăсене малтанах палăртса хунă, вара тин çырма ларнă. «Ун чух вăл Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторĕччĕ. Обществăлла ĕçĕсем те нумайччĕ. Çавна май кăнтăрла çырма вăхăчĕ те пулман. «Каçхи апат çисен ачасемпе вылякалатчĕ те ирех çывăрма кĕрсе выртатчĕ, - тет Вера Федоровна хăйĕн асаилĕвĕнче. - Çемье çывăрса кайсан, пÿрт шăплансан, çĕрле тăрса ларатчĕ те ирччен ĕçлетчĕ (…) Тепĕр чухне эпĕ хăвăрт-хăвăрт çапакан машинка сассипе е Николай кулнипе вăранса каяттăм. «Мĕн пулчĕ сана?», - тесе ыйтаттăм та - «Çывăр-çывăр, пурте йĕркеллех», - тетчĕ. Трагедиллĕ сыпăксене куççулĕ витĕр çыратчĕ».

Ахальтен мар ĕнтĕ «Хура çăкăр» пĕтĕм чăваш халăхĕ юратакан произведени пулса тăнă, авторне «Чăваш АССР халăх писателĕ» сумлă ят парса чысланă. Ку произведение тахçанах вырăсла, пăлхарла, эстонла куçарнă. Пирĕн халăхăн çакăн пек произведени пурри - пысăк телей. Роман Чăваш Республикин Наци библиотеки сĕннĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока кĕнĕ.

Галина МАТВЕЕВА

 



11 декабря 2019
14:58

Чувашское книжное издательство

Поделиться