Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Çапла ĕçлетпĕр ушкăнпа, шăкăл-шăкăл калаçса

ХАÇАТÇĂН ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл пулманнине эпĕ тахçанах чухланă. Пурнăçри пулăмсене туллин сăнласа, тĕрĕс хакласа тата интереслĕ чĕлхепе çырса парасси питех те яваплă ĕç. Репортажсене вара васкавлă, вăхăтра пичете ярасси канмалли кунсенче те канăç памасть. Анчах та тин çеç пичетленсе тухнă хаçата алла илсен çаксем манăçаççĕ, коллективпа пурнăçланнă ĕç ăнăçлă пулса тухнăн туйăнать. Тата хаçат вулакансем урамра хирĕç пулсан е шăнкăравласа ĕçе пысăк хак панине илтсен чун хăпартланать, çырас туйăм тата вăйланать.

Коллективра килĕшỹ, пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени вара творчествăлла ĕçре _ чи кирли. Кăмăллăн ĕçе утатăн, лайăх кăмăлпах киле таврăнатăн. Никам та сăмсине каçăртмасть, хăй пĕлнипе мăнаçланмасть. Çакăн пек чухне ĕç те ăнăçса пырать. Пĕр-пĕринпе канашлатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр.

Хаçат редакцийĕн ĕç кунне корреспондентсем пуçлаççĕ. Ирхи шухăшсем сĕвĕрĕличчен часрах хут çине куçарма васкатпăр, маларах çырнă статьясене тепĕр хут вуласа якататпăр.

Александр Михайлов корреспондент "Тăван радио" е "Чăваш наци радиовĕ" янăратакан кĕвĕсене итлесе ĕçлеме юратать. Çепĕç юрă-кĕвĕ майĕпе шăкăл-шăкăл тăваççĕ клавиатура тỹмисем унăн пỹрнисем перĕнсен... Эпир те савăк музыка тĕнчине кĕрсе ỹкетпĕр, хаваслăрах ĕçлеме пикенетпĕр.

Малаллине хаçатăн 3-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.