Журналист мыскарисем: пĕр михĕ тата пĕчĕкçĕ хутаç

Лара-тăра пĕлмен журналистсем ялан шыравра. Çапах мĕншĕн çак ĕçе суйланă-ха вĕсем? Ĕçтешĕмĕрсем çак ыйтăва хуравларĕç, кулленхи пурнăçа хăйне евĕрлĕх кĕртекен самантсене аса илчĕç.

Анатолий ДАНИЛОВ, ЧПУ журналистика кафедрин ертÿçи:
— Муркаш районĕнчи Юнкăри С.Михайлов ячĕллĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Мария Суворова хавхалантарнипе калем ăсталăхне туптама пуçларăм. Район хаçатне, республикăри «Пионер сассине» заметка çырсах тăраттăм. Пичетлемессерен хавхаланса тата шăрçалаттăм. Тимур командипе ырă ĕç тăватпăр-и, шкулта кăсăклă мероприяти иртет-и — вĕсене çутатмасăр хăварман. Çапла «корреспондент», «писатель» хушма ятсем çыпăçрĕç.
Ĕлĕкрех массăллă информаци хатĕрĕсенче кун çути курнă материалсен витĕмĕ хальхи вăхăтринчен вăйлăрахчĕ. Критика таврашĕ пичетлесен улшăну пуласса шаннă. Çакна эпĕ те, ун чухне пиллĕкмĕш класра вĕренекен шĕвĕр, ăнланнă. Эпир вылякан футбол уйĕнче хапхасене вĕрлĕкрен ăсталанăччĕ. Вăхăт-вăхăт вĕсем «ураланатчĕç» — вутăлăх касса каятчĕç. Çакнашкал лару-тăру çинчен тытрăм та район хаçатне çырса ятăм. Эрне иртрĕ-и, иртеймерĕ те-и — тимĕр хапха янтăласа пачĕç.
Журналистика пурнăçăмри юратнă ĕç пулса тăчĕ. Мускаври аслă шкулта вĕреннĕ чухне, Ленинградра аспирантурăра пĕлÿ илнĕ çулсенче мĕн чухлĕ паллă çынпа курнăçнă! Çĕршывăн пысăк хулисенче тавра курăма аталантарма май панă çак професси. Ăна суйласа илнĕшĕн нихăçан та ÿкĕнмен. Паян та студентсене вĕрентнĕ тата аслă шкул пресс-службине ертсе пынă май асăннă тытăм аталанăвне хамăн тÿпене хыватăп.

Наталья ЕГОРОВА, «Чăваш Ен» ПТРК ятарлă корреспонденчĕ:
— Ача чухне юмах шухăшласа кăларма юрататтăм. Каярах шÿтлĕ калав хайласси чуна çывăхчĕ. Эпĕ пичетлесех кайман вĕсене, сĕтел сунтăхне чике-чике хунă. И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вырăс филологийĕн факультетĕнчен вĕренсе тухсан журналистикăна пырса лекни çавăнпа та — ăнсăртранах мар. «Вестник недели» хаçата ĕçлеме вырнаçрăм. Каярах «Чăваш Ен» телерадикомпани йышне лекме шăпа пÿрчĕ. 10 çул ытла кунта тăрăшатăп.
Телекуравра ĕçленĕ май мĕн чухлĕ кăсăклă çынпа паллашрăм! Асра юлнă тĕл пулусенчен пĕри — Денис Мацуев пианистпа курнăçни. Вăл Шупашкарта пуçласа /хальлĕхе – пĕртен-пĕр хут/ килнĕччĕ. Оперăпа балет театрĕнче унăн концерчĕ пулчĕ. Тĕнчипе палăрнă мусăкçă хăйне çăлтăрла пачах тыткаламанни, юлташ пек кăмăллă калаçни тĕлĕнтерчĕ. Интервью вăхăтĕнче ан пăлхантăр тесе манпа пĕр вĕçĕм шÿтлерĕ. Эпир çав тери кăсăклă калаçса кĕрсе кайнă та концерт пуçлама вăхăт çитнине те сисмен: чаршава 20 минут кая юлса уçма тивнĕшĕн çавăн чухнехи куракансем умĕнче айăплă туятăп.
Республика тулашĕнчи тĕрлĕ хулара та пулатпăр — фестивальсене, форумсене тухса çÿретпĕр. Çапла Питĕре, Мускава, Калугăна, Тюмене ĕçлĕ çул çÿревпе çитсе куртăм.
Тĕлĕнмелли, асра юлмалли самант кĕтмен çĕртен те сиксе тухать. Акă пĕррехинче Пăрачкав районĕнчи пĕр кÿлĕ хĕррине кĕрен тĕслĕ кайăк мăшăрĕ — икĕ фламинго — вĕçсе килни çинчен илтрĕмĕр те операторпа пĕрле часрах çула тухрăмăр. Чĕрĕ çут çанталăкра тĕлĕнтермĕш — юнашарах!

Милена АЛЕКСЕЕВА, ЧПУ чăваш тата вырăс филологийĕсен, журналистика факультечĕн студенчĕ:
— Анне вулавăшра ĕçленĕ май мĕн пĕчĕкрен хаçат-журнал вуласа çитĕннĕ. Манăн та çырса пăхас килетчĕ. Шкул ÿсĕмĕнче сăвăсем хайласси илĕртетчĕ тата. Вĕсене тĕрлĕ кăларăмра пичетлесе кăларсан хĕпĕртеттĕм. Çапла аслă классене вĕренсе çитнĕ тĕле умра пĕр çул кураттăм — журналист пулмалла. Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ.
Пĕрремĕш курсрах çуркунне Раççейри «Битва журфаков» ăмăртăва хутшăнма тÿр килчĕ. Инçет меслетпе иртекен конкурса Наци радиовĕн «Радиазбука» проектăн хатĕрлеме хутшăннă пĕр кăларăмне ярса патăм. Ăна Галина Никитина радиожурналистпа пĕрле ертсе пынăччĕ. Кăларăмра — азбукăри пĕр-пĕр сас палли çинчен ачасене кăсăклă каласа парас тĕллев. «К» сас палли тавра пычĕ пирĕн сăмах. Асăннă ĕç радиокăларăмсен йышĕнче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çакнашкал çĕнтерÿпе хавхаланнăран кунашкал ăмăртăва кăçал та хутшăнма ĕмĕтленетĕп. Малашне жур-налистика анин ытти пайĕсенче — хаçат-журналра та, телекуравра та — ĕçлесе, хама тĕрĕслесе пăхас кăмăл пысăк.

Роза ДЕМЕНЦОВА, Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ:
— Эпĕ журналист профессине суйласа илни мĕнпе çыхăннă- ши? Çак ыйтăва хуравлас тесен ачалăха аса илмелле пуль. Вăл вăхăтра вулама-çырма вĕрениччен радио чун киленĕçĕ пулнă. Ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ кĕнекесем курма юрататтăм. Çемьере манран аслăраххисем пулнă та мĕн пур çĕннине вĕсенчен вĕренсе пынă. Вулама хăнăхсан вара асамлă тĕнче уçăлчĕ! Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне çул такăрланнă та ялти библиотекăна: вуланă та вуланă... Ÿсерехпе «Пи-онер сасси» хаçат çырăнса пачĕç. Ытти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пурнăçĕ пирки çырса пĕлтеретчĕç. Манăн та хамăрăн ĕç-пуçа сăнарласа кăтартас килетчĕ. Ас тăватăп: пĕрремĕш заметка манăн субботник ирттерни çинчен пулнăччĕ. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратни сăмах илемне туйма вĕрентрĕ пуль çав. Аслăрах классенче сочинени çырма юрататтăм. Пĕррехинче урокра чăваш чĕлхипе литература учителĕ Раиса Захаровна /чунĕ ырă вырăнта пултăр/ ман тетраде тытрĕ те япăх почеркшăн ятларĕ, сочинени содержанийĕшĕн ырларĕ. Почерка çине тăрсах тÿрлетрĕм вара. Çав вăхăтрах хамăр районăн «Ял пурнăçĕ» хаçата та тăтăшах çырса тăраттăм.
Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн шкула Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕн студенчĕсем пынăччĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçĕ, вĕренĕвĕ çинчен каласа пачĕç, унта журналистсене те хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕç, каçхине концерт кăтартрĕç. Çавăнтанпа канăçа çухатрăм, университета вĕренме кĕрес ĕмĕтпе çеç пурăнма пуçларăм. Хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă студентсем пек пулас килетчĕ. Алла аттестат илсен аслă шкулăн алăкĕсем маншăн та уçăлчĕç.
Вĕренсе тухсан пĕр çулталăк район хаçатĕнче, ун хыççăн çулталăка яхăн типографире корректорта, 5 çул нумай тиражлă хаçатра ĕçлерĕм. Кайран шăпа мана Чăваш патшалăх телерадиокомпанине илсе çитерчĕ: 19 çул вăй хутăм унта. Халĕ, 10 çул ытла ĕнтĕ, Чăваш Ен наци радиовĕнче редакторта тăрăшатăп. Пурнăçа журналист профессийĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, хамăн ĕçе çав тери юрататăп. Пенси çулне те çитрĕм, апла пулин те ĕçе пăрахас килмест.
Çак çулсене тишкерес пулсан мĕн кăна пулса иртмерĕ- ши пурнăçра?! Аса илмелли темĕн чухлех. Кашни вырăнтах чуна парса, яваплăха туйса ĕçленĕ. Хаçатсенчи статьясем, телекуравпа радиори кăларăмсем... Пурте вĕсем тăван халăхăн кун-çулне сăнарлаççĕ, пархатарлă ĕçĕсемпе палăрнă çынсемпе паллаштараççĕ. Халĕ эпĕ Наци радиовĕнче православи кăларăмĕсем те йĕркелесе пыратăп. Уçă эфирта ĕçленĕ чухне тем тĕрлĕ пăтăрмах та сиксе тухма пултарать. Пĕррехинче çапла пачăшкăпа студире калаçатпăр, радиоитлекенсен ыйтăвĕсене хуравлатпăр. Шăнкăрав йышăнтăмăр. Пĕр хĕрарăм пикенсех пирĕн кăларăм урлă упăшкине çуралнă кунпа саламласшăн. «Ку саламсем йышăнакан кăларăм мар», — тесе çыхăнăва татрăм. Тепĕр самантран каллех çав хĕрарăм шăнкăравлать: мана итлемест те, салам сăмахĕсене шатăртаттарать анчах. Вăл çав вăхăтра радио итлемен иккен. Шупашкара килнĕ те мăшăрне радиопа саламлас тенĕ. Вăхăтне вара пăтраштарнă. Тепрехинче тата пĕр радиоитлекен шăнкăравласа çитрĕ те эфира тухнине ăнланса илеймерĕ пулас, тарăхнипе пичетлеме юраман сăмах лаплаттарса хучĕ. Кун пек мыскарасем пĕр михĕ тата тепĕр пĕчĕкçĕ хутаç. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче килĕр: тата кулăшлараххисене каласа кăтартăп. Тĕпрен илсен, тÿрĕ эфирти кăларăмсем яланах кăмăллă иртеççĕ. Пире итлекенсен, Наци радиовĕн шанчăклă тусĕсен йышĕ кунран-кун ÿссе пырать. Çакă пире хавхалантарать, интереслĕ, пахалăхлă кăларăмсем хатĕрлеме хистет.

Александр МИХАЙЛОВ, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат корреспонденчĕ:
— Журналист профессине мĕншĕн суйланине татăклăн калама та пĕлместĕп. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра чăваш чĕлхипе литературине кăмăллаттăм. Сочинени çырма килĕшетчĕ. Аслăрах классенче çак енĕпех малалла вĕренес шухăшпа пурăнтăм. Анчах хам ĕмĕтленни пек пулмарĕ. Апла пулсан та чăваш чĕлхине юратни, ăна хисеплени пурнăçра тĕрлĕ шухăш çурататчĕ. Çавна май алла калем тытаттăм та хаçатсем валли статьясем çырма лараттăм. Темĕн çинчен те çырнă пулĕ... Пурне те асра тытаймăн…

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа çыхăну тытма пуçласан пушшех çырас шухăш вăйланчĕ. Кунта ĕçлекенсем хавхалантарса пыратчĕç, тĕрлĕ тема сĕнетчĕç. Çакăншăн юратнă хаçат ĕçченĕсене тав тăватăп. Каярах район хаçачĕн корреспонденчĕ кирлĕрен манпа çыхăнчĕç. Килĕшрĕм. Вăрттăн ĕмĕт тинех пурнăçланчĕ. Журналистсенчен нумайăшне малтанах пĕлнĕ-палланă. Пуçланчĕ вара маншăн хаçат ĕçĕ: статьясем, очерксем, командировкăсем... Паллах, çĕнĕ çынна ĕçре пулăшса-вĕрентсе пыратчĕç.
Çак вăхăтра манăн тăван пичче Владимир Михайлов /йывăр тăпри çăмăл пултăр/ кунта вăй хуратчĕ. Пĕрле ĕçлеме çăмăлах пулмассине туяттăм. Вăл пысăк опытлă, эпĕ вара журналист ĕçĕнче пуçламăш утăмсем кăна тăватăп. Эпĕ редакцие вырнаçнăшăн та кăмăллах марччĕ вăл. «Пĕр шăтăкра икĕ упа пурăнаймасть», — тетчĕ. Каярах йăлтах йĕркеленчĕ.
Асра юлнă самантсенчен пĕрне каласа парас килет. Хаçатăн черетлĕ номерĕн дежурнăйĕ пулнă чухне хырăм тытса кулмалла йăнăш кайнăччĕ. «Ĕне пăруласан ăна сахăр хушнă пĕр витре шыв ĕçтермелле. Хĕрарăма кирлĕ мар». Тĕрĕссипе вара «хăрама кирлĕ мар» темелле пулнă. Кайран ĕçтешсем манран кулса пурăнчĕç. Вулакансем те асăрханă çакна — шарлакан пулмарĕ. Редактор та пĕлмесĕр юлчĕ, унсăрăн «ачашласа» илме те пултаратчĕ.

Вера АЛЕКСАНДРОВА, «Сувар» хаçат редакторĕн заместителĕ:
— Мана хаçат-журнал ĕçĕ шкулта вĕреннĕ чухнех интереслентеретчĕ. Пирĕн килте пичет кăларăмĕсене çулсерен нумай çырăнатчĕç, çав шутра — чăвашлисене те. Ун чухне Тутарстанра хальхи пек республика шайĕнче хаçат тухса тăмастчĕ. Аксу районĕнче, телее, чăвашла куçарни пурччĕ. Тăван чĕлхепе вулама кăмăллатăп эпĕ. Çавна кура мана анне малтан ача-пăча кăларăмĕсем, унтан «Ялав», «Тăван Атăл» журналсем çырăнса паратчĕ. Хамăн тăван ялти — Тутарстанри Аксу районĕнчи Емелькинăри — вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Хатĕр пул» журнала, «Пионер сасси» хаçата сăвăсем, пысăк мар заметкăсем çырма пуçларăм. Хамăн хайлавсем пичетленни те çырма хавхалантаратчĕ. Районти «Ял пурнăçĕ» хаçатпа та туслашрăм.
Сăмах май, «Хатĕр пул» журналта пирĕн кÿршĕ ялтан тухнă паллă сăвăç тата журналист Нина Артемьева /Мокина/ ĕçлетчĕ. Вăл ман пата çырусем ярса хавхалантаратчĕ. «Çилçунат» журналăн тĕп редакторĕ Анатолий Смолин поэт та темиçе çыру çырнăччĕ. Кун пек чухне хаçат-журнал редакцийĕнче ĕçлеме епле ĕмĕтленмĕн?



газета "Чăваш хĕрарăмĕ"