Пичет кунĕсен ячĕпе

Кăрлач уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çĕршывĕпех çулленех Пичет кунне паллă тăваççĕ. Ун хыççăнах — тепĕр эрнерен — республикăмăрта Чăваш пичечĕн кунне уявлаççĕ. Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене районти "Ял пурнăçĕ" хаçат ĕçченĕсемпе пичет ĕçĕн ветеранĕсем те паллă тумасăр юлмарĕç. Вĕсем ку тĕллевпе райхаçат редакцине пухăнчĕç. Сумлă уявсем ячĕпе вĕсене "Ял пурнăçĕ" хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ю. Борисов ăшшăн саламларĕ, пултарулăх ĕçĕнче çитĕнỹ-ăнăçусем туптама ырă сывлăх сунчĕ. Юрий Зиновьевич çавăн пекех “Чи лайăх тĕрленчĕксемпе очерксен конкурсĕнче" мала тухнисемпе чи лайăх юптарусемпе анекдотсен, кулăш-шỹтсен, кунпа пĕрлех сăн ỹкерчĕксен конкурсĕсенче палăрнисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Пухăннисене Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсемпе ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов, "Чăваш Республикинчи журналистсен Пĕрлĕхĕ" регионти общество организацийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ В. Данилов, районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн хисеплĕ председателĕ Н. Ершов-Янгер, ыттисем ыр сунчĕç, пур кăмăлтан салам сăмахĕсем каларĕç, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу, пултарулăх лаççинче çитĕнỹсем туптама пархатар сунчĕç.

В. Тавкил.



Красноармейская районная газета