Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Трак ен журналисчĕсем — пичет уявĕнче

 Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕ хăйсен професси уявне паллă турĕ. Çавна май калем ăстисем кăрлачăн 18-мĕшĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тума К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академипе драма театрне пухăнчĕç. Республикăри театрăн тĕп керменĕнчи уява 400 ытла çын пуçтарăннă — официаллă çынсем, массăллă информаци хатĕрĕсен творчество коллективĕсем, издательствăпа полиграфи предприятийĕсен ĕçченĕсем, отрасль ветеранĕсем. Пичет уявне Трак ен журналисчĕсем те хутшăнчĕç. Театр фойи ĕçлĕ калаçу сассипе, савăк кулăпа тулнă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш кĕнеке издательстви хăйĕн çĕнĕ кăларăмĕсенчен курав йĕркеленĕ. Кунтах республикăри хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕсем хăйсен экспозицийĕсене тăратнă. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев саламланă. Вăл МИХ ĕçченĕсене яваплă тата професси ĕçĕшĕн тав тунă. Республика ертỹçи хаçат-журнал вулаканĕсем, радио илтекенсем тата телекуравçăсем патне объективлă информаци çитерме, тăтăшах патриотла воспитани ыйтăвĕсене çĕклеме, Тăван çĕршыва, çĕр-аннене юратма сунчĕ. Пичет уявĕнче ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ М. Анисимов тухса калаçрĕ. Вăл иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, кăçалхи тĕп пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. МИХсен редакцийĕсен вăйĕпе кунсерен хаçатсемпе журналсем вулакан патне çитеççĕ, теле-радиорепортажсем кун çути кураççĕ. Çакăнта кашни журналистăн, ытти специалистсен тỹпи пур. Тивĕçлĕ ĕçшĕн шăпах вĕсен пысăк ушкăнĕ наградăсене тивĕçрĕ те. Праçникре ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ А. Егорова, Чăваш Ен прокурорĕ В. Пословский, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Н. Маловпа Л. Черкесов, Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн Чăваш Енти регион уйрăмĕн секретарĕ Ю. Кислов саламларĕç, ведомство наградисене пачĕç. Пирĕн райхаçат редакцийĕн коллективĕ “Единая Россия” партин ĕç-хĕлне пур енлĕн тата объективлă çутатса тăнăшăн Тав çырăвне тата хаклă парнене тивĕçрĕ. Пичет уявĕнче 2019 çулшăн республикăри журналистчен премийĕсене тивĕçнисене чысларĕç. Савăк мероприяти республикăри пултарулăх тата ташă коллективĕсен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ.

Ю. Борисов.



Красноармейская районная газета