Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Журналистсем – уявра

Январĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче журналистсем, редакторсем, хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансем, полиграфистсем, журналистика ĕçĕн ветеранĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Унта пурĕ 400 ытла çын хутшăнчĕ.
Пуçтарăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичет кунĕсен ячĕпе саламларĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене хăйсен яваплă та йывăр ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынăшăн тав турĕ.

ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов 2019 çулта пулса иртнĕ паллă пулăмсем, çитĕнÿсем çинчен аса илтерчĕ, кăçал та çÿллĕ шайра ĕçлесе республикăра, районсенче пулса иртекен мероприятисене анлă та тĕрĕс çутатса пыма сунчĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем кунсерен вăй хунине кура хаçат-журналсем пичетленсе тухаççĕ, теле- тата радиорепортажсем кун çути кураççĕ. Журналистсен тĕрлĕ çĕре çитсе информацие вăхăтра халăх патне çитермелле. Уявра вĕсенчен чи пултаруллисем парнесене, Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова, ЧР прокурорĕ Василий Пословский, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов пуçтарăннисене ăшшăн-ăшшăн саламларĕç, çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Уяв юрă-ташăсăр, паллах, пулмасть. Пуçтарăннисене профессиллĕ артистсем çеç мар, ачасен ташă коллективĕсем те пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Унсăр пуçне Шăмăршă район хаçачĕн тĕп редакторĕ Наталия Ильина, Елчĕк район хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Малышкин та сцена çине тухса юрăсем шăрантарчĕç, журналистсем çырас енĕпе çеç мар, юрлас енĕпе те пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç. Уяв питĕ хаваслă иртрĕ, вăл чылайлăха асра юлĕ.

Н.КАЛАШНИКОВА.



Комсомольская районная газета