Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Пичет кунĕ кашнин асĕнче юлĕ

К. И. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче, типографисенче ĕçлекенсем, çак отрасльсен ветеранĕсем - пурĕ 400 ытла çын - хăйсен професси уявне - Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене - палăртрĕç.

Мероприятие тулли те кăмăллă ирттерессишĕн уява йĕркелекенсем сахал мар тăрăшнă. Театр фойинче асăнмалăх сăн ỹкерĕнме "Советская Чувашия", "Грани" хаçатсем ятарлă стендсем, фотозонăсем хатĕрленĕ. Кĕнеке вулама, çĕнĕлĕхсемпе паллашма юратакансем валли Чăваш кĕнеке издательствин куравĕ ĕçлерĕ.

Уява пухăннисене чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл журналистсене пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă май малашне те çивĕч перо, кашни темăна халăх патне тĕрĕс илсе çитерме, патриотла воспитани, ĕç çынни пирки ытларах çутатма сунчĕ.

2019 çул массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемшĕн мĕнпе асра юлни тата мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕни пирки ЧР цифра аталанăвĕ, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов каларĕ. Пĕлтĕр республикăра тỹлевсĕр цифрăллă 20 телеканал ĕçлесе кайни, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен шучĕ ỹсни, хаçат-журнала кăмăлласа вулакансен йышĕ чакманни пирки пĕлтерчĕ.

Залра ларакансене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР прокурорĕ Василий Пословский, РФ Патшалăх Думин Федераци Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов, "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов, Чăваш Ен Журналисчĕ- сен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров саламларĕç.

Журналистсенчен нумайăшĕ пур енлĕ пултаруллă иккенне уявра курса ĕненме май пулчĕ. Сцена çине артистсемсĕр пуçне пирĕн кỹршĕсем - "Шăмăршă хыпарĕ" тата "Елчĕк ен" хаçатсен редакторĕсем Наталия Ильинапа Николай Малышкин - тухрĕç. Вĕсем чăваш юррисемпе халăха тыткăнларĕç.

Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсенче ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç, Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин премийĕ- сене тивĕçнисене палăртрĕç.

О. ПАВЛОВА



Батыревская районная газета