Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Усăллă кăна мар

Январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 7-мĕшĕччен Раççейре цифра технологийĕсемпе пĕлсе тата хăрушлăхсăр усă курас çивĕч ыйтусемпе çыхăннă эрне иртнĕ.

Тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕнче çамрăк вулакансемпе Интернет пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнни, çав вăхăтрах вăл ачасемшĕн сиен кÿме пултарни çинчен тĕплĕ калаçу ирттертĕмĕр.

Хальхи вăхăтра Интернет урлă хăть те мĕн çинчен вуласа-курса пĕлĕве ÿстерме майсем çителĕклĕ. Тĕнчери тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан тус-юлташпа çыхăну тытма та меллĕ. Анчах çитĕннĕ çынсем ытларах чухне Интернетпа ĕçпе усă кураççĕ пулсан, ачасем вара унпа выляççĕ. Паян шкула каяйман ача та компьютер умĕнче ларнине асăрхатăн. Усал шухăшлă çынсем, мошенниксем çакна шута илеççĕ те. Вĕсем  сайтсем çине тĕрлĕ  илĕртÿллĕ ушкăнсем пуçтараççĕ, ăс-тăн енчен çирĕпленсех çитмен ачасене унта явăçтарса сăнÿкерчĕксем вырнаçтараççĕ, çырусем çыраççĕ... Палламан çынсене чуна уçса пани инкек патне илсе çитерме пултарать. Кун пек тĕслĕхсем пирки радио-телевизор пĕлтерсех тăрать. Уйрăмах çамрăксем экстремистсен, ултавçăсен серепине çакланас хăрушлăх пысăк. Çавăнпах Интернета пĕтĕм тĕнчери «эрешмен карти» тесе те калаççĕ. Шкул ачисем унăн серепине çаклансан, инкеке кĕтсех тăр. Çавăнпа та пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, аслисен, учительсен çул çитмен ачасене Интернет хăрушлăхĕ пирки тĕплĕн ăнлантармалла. Ачасем пĕлсе тăччăр: палламан çынсен çырăвĕсем çине хуравламалла мар. Килти адреса, телефон номерне никама та пĕлтерме юрамасть. Ют çынсене хăвăрăн сăнÿкерчĕкĕре те ярса памалла мар. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Интернет никамшăн та тăшман ан пултăр.

Л.КУДРЯШОВА,
ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ. 

 

Первоисточник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=594&id=2665198&page=9

 

 



"Елчĕк Ен"
08 февраля 2017
09:23
Поделиться