Кашни килте пулмалли хаçат

Раççей почти йĕркеленĕ майăн 10-20-мĕшĕсенче «Елчĕк ене» 2018 çулхи иккĕмĕш çур çул валли йÿнĕрех хакпа – малтанхи 436 тенкĕ 20 пус вырăнне 399 тенкĕ те 60 пуспа çырăнса илмелли вунă кунлăх вĕçленсе пырать. Çавна май йÿнетнĕ хакпа район хаçатне çырăнса юлса ĕлкĕрейменнисем паянах почтальонсемпе тĕл пулма, почта çыхăну уйрăмĕсене çитме тăрăшăр.

Вунă кунлăх вăхăтĕнче ял çыннисем вăхăт тупса районти почта çыхăну уйрăмĕсене пыччăр, йÿнĕ вăхăтра хаçат-журнал çырăнса юлччăр тесе Елчĕкри почтамтра подписчиксен кунĕ иртрĕ.

Район çыннисене хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе яваплă Галина Баранова почтамта кирек мĕнле ыйтупа килекенсене те хаçат-журнал çырăнма сĕнчĕ. Çăмăл алăллă пулчĕ Елчĕкри Александр Клементьев, вăл çак кун чи малтан «Елчĕк ен» хаçата çырăнма кăмăл турĕ. Унтан Акчелĕнчи Наталья Владимирова, Патреккелĕнчи Ольга Левая, Елчĕкри Неля Ястребова… район хыпарçине çитес çур çулта та илсе тăма çырăнчĕç, вăл кашни килте пулмалли хаçат пулнине палăртрĕç.

Подписчиксен кунĕнче районти 244 çын район хаçатне кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнчĕ.

Аса илтеретпĕр, хаçата редакцире, НФЦра, автостанци территорийĕнче, Ырсамайĕнчи «Юман», районти тĕп больница çывăхĕнчи «Для Вас» лавккасенче илсе тăма редакцие килсе 240 тенкĕпе çырăнма пулать.