Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Ачасем валли «Шураçка» кĕнеке тухрĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче «Шураçка» кăларăм кун çути курнă. Унăн авторĕ Николай Ларионов çыравçă, журналист. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене чĕр чунсем çинчен çырнă вунă калав кĕнĕ.

 Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2017 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Тиражĕ 1000 экземпляр. Редакторĕ В. Алексеев,  ӳнерҫӗсем С. Бритвин, С.Тонина.

Çыравçă вĕçен кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçĕнче кулленех пулса иртекен ĕçсене ăста сăнласа парать.  Сăмахран, пĕр калавра мăшăр чĕкеç йăва çавăрнине вуласа пĕлетпĕр. Вун икĕ çулти Сентиер пĕррехинче тата тĕлĕнмеллерех пулăм курать: чĕкеç йăви патне хура çĕлен авкаланса пырать иккен! Калав малалла мĕнле тăсăлнине вулакан хайлав вĕçĕнче пĕлĕ.

Кĕнекере чуна пырса тивекен, тарăн шухăша яракан калавсем йышлă. Хăшне-пĕрне вара куççульсĕр те вулаймăн. Сăнарсем йери тавра ытти пулăмсем мĕнле аталаннине вулакан «Сахăр катăкĕ»,«Шураçка», «Хурăн пуçлă çĕлен» тата ытти калавсенчен пĕлĕ.

 Ăнсăртран мар, хыçсăмахра Николай Ларионов çапла çырать: «Ачана ырăпа усал хушшинчи уйрăмлăха мĕн чухлĕ иртерех кăтартатăн - уншăн çавăн чухлĕ лайăхрах. Çавăнпа ачасен чунне ырăлăх вăрлăхне акса хăварас килет. Çак вăрлăх ÿссе çитĕнсен ăна çын пулма пулăштăр». Хайлавсенче сăнласа панă ĕçсене автор пурнăçранах илнĕ. Тен, çавăнпах хумхантараççĕ, пăшăрхантараççĕ те вĕсем.



Чувашское книжное издательство