Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Мĕнле вăрттăнлăх упрать-ши катăк чĕлĕм?

Георгий Краснов чăваш халăх çыравçин кĕнекисене хавхаланса вуласа темиçе ăру çитĕннĕ. Унăн «Асамлă çăлкуç», «Инçетри сасăсем», «Сарамат пĕкки», «Катăк чĕлĕм», «Çамрăк юланутçăсем», «Чипер хĕрача Ксени» тата ытти хайлавĕсене ваттисем те, вăтам çултисем те, ачасем те пĕлеççĕ. Çулсем иртсен те вулакансене кăсăклантарма пăрахмаççĕ, пĕлтерĕшне çухатмаççĕ вĕсем.

Шăпах çак шухăша çирĕплетет те Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кăларăм — «Катăк чĕлĕм». Унăн тиражĕ — 1000 экземпляр, редакторĕ — Ольга Иванова. Ăна Георгий Красновăн 1972 çулта тухнă повеçсен пуххине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Вăл «Кивелми кĕнеке» ярăмпа пичетленнĕ. Паллă ĕнтĕ, библиотекăсен фончĕсем пуянлансах тăраççĕ, анчах алăран ямасăр шĕкĕлчекен кĕнекесем вăхăт иртнĕçем кивелеççĕ, юрăхсăра тухаççĕ. «Кивелми кĕнеке» ярăм вара чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕнĕ кăларăмсене каллех вулакан патне çитерме пулăшать.

«Катăк чĕлĕм» приключениллĕ повеçри тĕп сăнар Сашшук юлташĕсемпе вылянă чухне ăнсăртран катăк чĕлĕм тупать те ăна хăйĕнпе пĕрле илет. Кĕç арçын ача çĕнĕ хыпар пĕлет — лесникăн тата унăн çемйин пурнăçĕ мĕнле пуласси малашне пĕтĕмпех çав япаларан килет иккен. Мĕнле вăрттăнлăх упрать-ши катăк чĕлĕм? Темле пулсан та тĕрĕслĕхе тупса палăртма тĕв тăвать Сашшук.

Кĕнекене çавăн пекех «Матрос карттусĕ» тата «Тĕкĕр витĕр» повеçсем кĕнĕ. Вулакана кунта та приключениллĕ ĕçсемпе интереслĕ пулăмсем кĕтеççĕ. «Матрос карттусĕнче» Акулина Мусимовна шкул ачисенчен пулăшу ыйтать: вăл аякран çыру илнĕ, анчах мĕнле вуламаллине пĕлмест… ара, ăна полякла çырнă-çке. Çак самантран хастар ачасем канăçа çухатаççĕ — ыйтусем хушăнсах пыраççĕ, хуравĕсене тупма пĕртте çăмăл мар.

«Тĕкĕр витĕр» фантазиллĕ повесть асамлăх чăнлăхпа юнашарах çÿренине аса илтерет тейĕн. Гриша ятлă арçын ача çĕнĕ юлташĕсене пĕр хушăрах шиклентерет те, тĕлĕнтерет те: тарăн çырма тĕпĕнче тем сăлтавпа тĕкĕрсем вырнаçтарса тултарнă вăл, вĕçĕмсĕр «Хĕвеçут», «илвеш левĕх» текелет. Мĕне пĕлтереççĕ-ши ку сăмахсем? Çак тата ытти вăрттăнлăхсен тупсăмне кĕнекепе паллашсан пĕлĕ вулакан.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Автор çинчен

Георгий Васильевич Краснов 1937 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Йĕрхкасси ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен, Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

Чăвашрадио тĕп редакторĕ тата Телерадиокомитет председателĕн çумĕ, Писательсен союзĕн правленийĕн яваплă секретарĕ, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ, Писательсен союзĕн правленийĕн ертÿçи пулнă. Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче ачасене вĕрентнĕ, Вĕрентÿ институтĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедринче ĕçленĕ.

Литературăри çитĕнÿсемшĕн вăл Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине, «Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Г. Краснова 1969 çулта СССР Писательсен союзне йышăннă. Ачасемпе çамрăксем валли çырнă паллăрах кĕнекисем: «Асамлă çăлкуç», «Инçетри сасăсем», «Сарамат пĕкки», «Катăк чĕлĕм», «Урапа çинчен ÿксен», «Çамрăк юланутçăсем», «Чипер хĕрача Ксени» тата ыттисем. Çыравçă 2012 çулхи авăн уйăхĕнче çĕре кĕнĕ.

 

 

 



06 марта 2020
09:25

Чувашское книжное издательство

Поделиться